Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ.
Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ.
Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ.
Пуҫ хунӑ Изосим Башкиров СОБР лейтенантне асӑнса Чӑваш Енре бокс енӗпе йӑлана кӗнӗ VIII ача-пӑчапа ҫамрӑксен турнирӗ иртнӗ. Турнир спецназ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннин тӑван тӑрӑхӗнче — Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт комплексӗн залӗнче иртнӗ.
Турнирта хисеплӗ хӑнисем шутӗнче Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов, СОБР командирӗ пулнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев, Чӑваш Республикин Росгварди тытӑмӗн «Искра» СОБР тата «Сувар» ОМОН боецӗсемпе ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ШӖМӗн «Гром» отрячӗн боецӗсем, Изосим Башкировпа пӗрле хӗсметре тӑнисем, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем пулнӑ.
Пуҫ хунӑ спецназ ҫӑр ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен турнир хӑнисене канӑва тухнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев каласа панӑ: «Ушкӑн перкелешӳ тӑрӑмне лексен, Изосим боевиксен темиҫе перкелешӳ вырӑнне пулеметпа персе ҫӗмӗрнӗ, хӑйне вара снайпер амантнӑ. Анчах аманнӑ пулин те хӑйӗн ҫине тимлӗх уйӑрас тесе, ытти аманнисене перкелешӳ уйӗнчен кӑларма май тӑвас тесе боевиксене пеме чарӑнман». Ятарлӑ ҫар чаҫӗн боецне асра тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Ӑмӑртусене Чӑваш Енри хуласемпе районсенчен 40-е яхӑн ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ.
Руслан Шакин тӗнче курса ҫӳрет. Тӗрӗсрех каласан, курса чупать. Ҫак кунсенче вӑл Чӑваш Ене ҫитнӗ. Ку таранччен вӑл чылай ҫӗршывра пулнӑ.
Руслан 2018 ҫулта Японие чупса ҫитме шухӑшланӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ытти ҫӗршыва ҫитме тӗллев лартнӑ: 6 континента ҫитсе экватора – 40 пин те 75 ҫухрӑма – парӑнтармалла.
Спортсмен 17 ҫӗршывра пулнӑ, халӗ Раҫҫейре чупать. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ача-пӑча спорт кӳмине илсе ҫӳрет. Унта тумтирне, ҫывӑрмаллине, палаткӑна, амулетсене илсе ҫӳрет.
Чӑваш Енре ӑна Максим Курмыш кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗн каччи Питӗртен Владивостока чупса ҫитнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Элӗк районӗнчи Урпаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ, нимӗн те упранса юлайман. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӳртре 67 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Анчах, шел те, вӑл пушарта ҫӑлӑнайман, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 122 пушар пулнӑ. Вӗсенчен 9 ҫын вилнӗ, 8-ӑн аманнӑ. Инкекре 10 ҫынна ҫӑлнӑ.
«Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать.
Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать.
Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.
Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри кинемее машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Вӑл ӑна вилмеллех амантнӑ. Инкек хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тапса сикнӗ. Хӑйне тупаймаҫҫӗ тенӗ пулинех. Анчах вӑл хытах йӑнӑшнӑ.
45 ҫулти арҫын ватӑ хӗрарӑма 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхи 19 сехет тӗлӗнче ҫапса хӑварнӑ. Инкек «Никольски — Етӗрне — Нурӑс» ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Крымсарайккӑ ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Ҫынна вилмеллех амантнӑ, ҫитменнине тата инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ водителе суд 7 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ.
Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ.
Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ.
Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ.
Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ.
Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинациленесси чакнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ковид-каникулччен кунсерен 5,5-6 пин ҫын прививка тунӑ. Юлашки эрнере вара ку 4,8-4,9 пин ҫын анчах вакцинациленнине палӑртнӑ.
Планпа килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансен 80 процентне вакцинацилемелле. Ку 761,814 пин ҫынпа танлашать. Ку таранччен 459,4 пин ҫын прививка тунӑ. Ку планӑн 60,3 проценчӗпе танлашать.
Тӑвай, Муркаш, Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенче вакцинациленессин кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вакцина ҫителӗклех. «Спутник Лайт» тӗлӗшпе ҫеҫ йывӑрлӑхсем пур.
Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ.
Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать.
44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |